С 20 по 25 апреля в школе проходит дистанционная неделя чувашского языка и литературы

 

Чăваш чĕлхи эрни

 

Ака уйăхĕн 20-25 мĕшĕсенче республикăра Чăваш чĕлхи эрни пырать. Пирĕн шкулта та вĕренекенсем инçет майпа тĕрлĕ ĕçсене хутшăнаççĕ. Чăваш чĕлхи вĕреннĕ май ачасем И.Я.Яковлев тата Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çинчен ÿкернĕ фильмсемпе паллашрĕç. Чăваш наци музейĕнче виртуаллă çул çÿревпе куравсенче пулма май тупрĕç. 7-9 классенче вĕренекенсем Константин Васильевич Иванов 130 çул тултарнине халалланă «Халăхăн çутă çăлтăрĕ», 10-11 классем вара Чăваш автономи облаçĕ 100 çул тултарнине халалланă викторинăсене хутшăнчĕç. Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2020» акци иртрĕ. Пирĕн шкул та унта хаваспах хутшăнчĕ. Чăваш наци библиотеки сайтне кĕрсе ачасем чăваш писателĕсем вăрçă çинчен çырнă хайлавĕсемпе паллашма пултарчĕç. Эрне тухăçлă иртрĕ.

Учителя чувашского
языка и литературы